0
Ваша корзина
0 товаров — 0
Ваша корзина пуста
[ Новые сообщения · Участники · Правила форума · Поиск · RSS ]
 

  • Страница 1 из 1
  • 1
Народный портал 2023-2024 год » Полезное » Школа и ВУЗ » Олимпиада по чувашскому языку 2022-2023 ответы, задания
Олимпиада по чувашскому языку 2022-2023 ответы, задания
TADEBOДата: Пятница, 11.11.2022, 20:53 | Сообщение # 1
Лейтенант
Группа: Проверенные
Сообщений: 74
Награды: 0
Репутация: 0
Статус: Offline
 
 
 
Чувашская олимпиада по чувашскому языку 2022-2023 учебный год. Задания, ответы, регистрация, вопросы, решения и результаты. Официальный сайт. Взлет



Официальный сайт. 2022 - 2023 учебный год. Официальный сайт. МОШ. ВОШ. ВСОШ. КИМ. Открытый банк заданий. Взлет. ВПР. РП. ФИПИ ШКОЛЕ. ДНР. ФГОС. ОРКСЭ. МЦКО. ФИОКО. ЕГЭ. ЕГЭ. ПНШ. ДОУ. УМК. Просвещение. Ответы. ГДЗ. Решебник. Школа России. Школа 21 век. Перспектива. Школа 2100. Планета знаний. Россия. Беларусь. ЛНР. Казахстан. РБ. Татарстан. Башкортостан

 Скачать бесплатно новые задания, ответы и решения олимпиады школьников 2022-2023 года

Поздравляем вас с новым учебным годом! Готовы к новым испытаниям и новым призам и дипломам на Олимпиадах? Учащиеся, которые хотят получить льготы и хорошие оценки на экзамене в школе в 23 году, нужно участвовать в различных олимпиадах РФ. На этой странице Олимпиадных реальных задач и вопросов вы можете посмотреть, бесплатно скачать и распечатать полные варианты заданий, пошаговые решения и правильные ответы новой олимпиады школьников в формате PDF или Ворд / WORD. Разбор заданий и все задачи олимпиады подготовлены с учетом ошибок и знаний предмета школьников в прошлом учебном году и эти знания пригодятся вам в 2023-2024 учебном году

Чувашская олимпиада по чувашскому языку 7-8 класс

Район шайĕнчи олимпиада валли ĕçсем

7 класс

Аудировани тексчĕ

Хĕвел кунран-кун ытларах хĕртекен пулчĕ. Кăнтăрла тумла юхать, ирĕн-каçăн çатăр шăнтать. Малтан урам хушшинчи, унтан уй-хирти çул-йĕр те хуралчĕ.

Çанталăка май вĕçен кайăксем те куç умĕнчех улшăнса пыраççĕ. Шĕпшĕлсенех илер ак. Хĕл варринче вĕсем çерçисенчен вăрăм хÿрисемпе çеç уйрăмччĕ. Халь йăлтах урăхла: хÿрисем витĕрех саралнă, юррисене илтсен чуну таçта çĕкленет. Çин-çин-çин-çин-çин! янратаççĕ шĕпшĕл аçисем. Ку – çуркунне пуçламăшĕн кĕвви ĕнтĕ.

Çерçисене пăхăр-ха тата! Аллăн-утмăлăн пĕр йывăç çине ларнă та чарăна пĕлмесĕр тем çинчен чĕвĕлтетеççĕ. Мĕн вĕсен унта: туй-и, пысăк уяв-и?

Чăхсем те пĕсехисене карăнтарнă, вĕсем те каçса кайсах какалаççĕ. Автанĕсем вара мăнаçлăн каçăрăлса çÿреççĕ, çунат çапа-çапа авăтаççĕ.

Ула кураксем те çулсем çинчен хăпма пĕлмеççĕ. Апат çисе тăрансан çеç йывăçсем çине кайса лараççĕ те çуркуннене мухтаса кăшкăрашаççĕ.

Çырма-çатра хĕррисемпе сăрт çамкисем улаланма пуçласан малтан хура кураксем, каярах шăнкăрчсемпе тăрисем те персе çитрĕç.

Мĕн тери ырă вăл çуркунне пуçламăшĕ! Ав тăри çÿлтен те çÿле вĕлтĕртетсе улăхать. Ăна çил вĕçтерсе хăпартакан çулçă темелле.

Шăнкăрчсем тата мĕнлерех юрлаççĕ! Шăпчăк пек шăхăраççĕ, чĕкеçле те чĕвĕлтетеççĕ, çăмарта пуçланă чăх пек какалаççĕ, тăрналла та триллетеççĕ... Пулаççĕ те юрă ăстисем!

Авă хĕвел ăшшинче хĕрлĕ ĕне хĕртĕнсе тăрать. Ун çине икĕ чавка килсе ларнă. Вĕсем пĕшкĕне-пĕшкĕне ĕнен йăптăх çăмне тăпăлтараççĕ. Чавкасем те чĕпĕсем кăларса çитĕнтерме хатĕрленеççĕ ĕнтĕ.

Вăранать, чĕрĕлет, хавхаланать çурхи çанталăк.

(П. Ибасов çырни тăрăх.)

Аудировани шайне тĕрĕслемелли ĕç

Текста икĕ хут вуласа памалла.

Ĕçсем:

1. Текста ят парăр.

2. Текстра асăннă кайăк ячĕсене çырăр.

Ĕçсем

7 класс

1. Чăваш чĕлхинче миçе пуплев пайĕ (части речи)?

2. Ĕĕ сас паллисем чăваш алфавитĕнче хăш саспаллисем хушшинче тăраççĕ?

3. Тĕслĕхпе усă курса чĕр чун, кайăк-кĕшĕк мĕн тунине çырăр.

Тĕслĕх: ĕне макăрать.

Упа ...

Кашкăр ...

Лаша ...

Сысна ...

Хур ...

Кăвакал ...

Автан ...

Шапа ...

4. Хăш сăмах ытлашши? Мĕншĕн?

Хупах, хăях, шурут, куршанак, упа сарри, хăмăш, вĕлтĕрен, кăрăç.

5. Йăнăш çырнă сăмахсене тупăр, тĕрĕс çырăр.

Вулатпăр, калаççа, лĕпĕшшем, улмуççи, сапсарă, кукук, каймаç, мунча, шаккать.

6. Панă сăмахсенчен сукмак сăмахăн синонимне тупăр.

Тукмак, шуçлак, пăрлак, утма çул, кайăк хур.

7. Шуралнăн сăмах мĕнле пуплев пайĕ?

8. Тăванĕсенчен сăмаха морфема тишкерĕвĕ тăвăр.

9. Чăваш Республикинчи пур хула ятне те чăвашла çырăр.

10. Хăвăр пĕлекен пĕр-пĕр чăваш поэчĕ çинчен 10 – 15 предложенирен тăракан текст туса чăвашла çырăр.

7 класс

Тĕрĕслекенсем валли

I. Аудировани ĕçĕ

1. Хурав: Çуркунне. Çуркунне пуçламăшĕ. ...

Тĕрĕс ятшăн – 1 балл.

2. Хурав: шĕпшĕл, çерçи, ула курак, хура курак, шăнкарч, тăри, шăпчăк, чĕкеç, тăрна, чавка.

Кашни тĕрĕс тупса çырнă ятшан – 1 балл.

II. Ытти ĕçсем:

1. Хурав: 11 пуплев пайĕ.

Тĕрĕс хуравшăн – 1 балл.

2. Хурав: Ёё тата Жж сас паллисем хушшинче.

Тĕрĕс хуравшăн – 1 балл.

3. Хурав: упа мĕкĕрет, кашкăр улать, лаша кĕçенет, сысна нăриклетет(çухăрать), хур какалать, кăвакал нартлатать, автан авăтать, шапа кваклатать.

Кашни тĕрĕс тупнă глаголшăн – 1 балл.

4. Хурав: кăрăç. Кăрăç – кăмпа ячĕ, ытти сăмахсем – курăк ячĕсем.

Тĕрĕс тупнă сăмахшан – 1 балл. Тĕрĕс ăнлантарнăшăн – 1 балл.

5. Хурав: калаççа, лĕпĕшшем, сапсарă, кукук, каймаç. Çырмалла: калаçса, лĕпĕшсем, сап-сарă, куккук, каймаст.

Кашни тĕрĕс тупнă сăмахшăн – 1 балл, кашни тĕрĕс çырнă сăмахшăн – 1 балл. Пурĕ 10 балл пулма пултарать.

6. Хурав: утма çул.

Тĕрĕс хуравшăн – 1 балл.

7. Хурав: глаголăн причасти форми(шуралнăн – шуралнă).

8. Хурав: тăванĕсенчен (тăван(яп.ячĕ) – тăванĕ (яп.ячĕ, камăнлăх форминче) – тăванĕсен(яп.ячĕ, камăнлăх форминче, нум. хисепре) – тăванĕсенчен (яп.ячĕ, камăнлăх форминче, нум. хисепре, туху падежĕнче.)

Кашни тĕрĕс уйăрнă морфемăшăн – 1 балл.

9. Хурав: Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Етĕрне, Çĕрпÿ, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Канаш, Çĕмĕрле, Улатăр.

Кашни тĕрĕс тупнă хула ячĕшĕн – 1 балл.

10. Кашни тĕрĕс предложенишĕн - 1 балл. Чи нумаййи – 15 балл.

Район шайĕнчи олимпиада валли ĕçсем

8 класс

Аудировани тексчĕ

Кĕркунне шĕшкĕ тĕмне мăйăр татакан ачасем пĕтĕмпе хуçса, ватса пĕтернĕ. Мăнтарăн шĕшкийĕ! Епле чăтнă-ши вăл çав асапа? Хуçăк турачĕсем шанса, хуралса çĕрелле чикĕннĕ унăн. Çулçисем таткаланса, çурăлса пĕтнĕ. Кĕрхи хура тăм ÿкичченех ем-ешĕл ларакан шĕшкĕ хăй илемне çухатнă. Нумаях пулмасть шĕшкĕ пит илемлĕ, тикĕс тăрăллă, хăмла пек мăйăрлăччĕ. Халĕ пĕр мăйăр та çук.

Шĕшкĕпе юнашар пĕр ăвăс ларать. Çилпе хăйĕн хытă çулçисене хуллен çăтăл-çăтăл вылятать. Ăвăсăн ним шухăш та, ним хуйхă та çук, анчах шĕшкĕ çине пăхать те хурланса, шĕшке хĕрхенсе калать: «Шĕшкĕ тус, мĕн усси пур санăн мăйăр ÿстерни? Пăх-ха ĕнтĕ ху çине ху. Сан мăйăрна татса этем ачисем сана мĕн тĕрлĕ асаплантарса пĕтернĕ. Килес çул пĕр мăйăр та ан ÿстер. Мăйăр ÿстерни саншăн шăмму-шаккуна ватни анчах, сана хăвна ним усси те çук», – тет.

Шĕшкĕ ăвăс çине, вăйĕ-халĕ пĕтнĕрен, аран-аран куçне уçса пăхать. Типсе, хăрса кайнă çулçисене кăштăртаттарса, сассине аран кăларса калать: «Тĕрĕсех санăн сăмаху, ăвăс тус. Килес çул пĕр мăйăр та ÿстермĕп. Ай-яй-яй, шăмшак пит ыратать, йĕпе-сапа пулать пуль», – тет.

Кĕрхи йĕпе-сапа пуçланчĕ. Йĕпе-сапа хыççăн хĕл те персе çитрĕ. Хĕлле шĕшке, лутраскерне, юр пĕтĕмпех хупласа лартрĕ.

Хĕл иртрĕ, çуркунне çитрĕ. Вăрманти юр ирĕлсе пĕтрĕ. Çĕр ăшăнсан мĕнпур йывăç-курăк чĕрĕле пуçларĕ. Шĕшкĕ те юр айĕнчен тухсанах чĕрĕлме тытăнчĕ, унтан-кунтан кăчкăсем кăларчĕ. Хĕвел пĕçертет, ăшă çил вĕрет, папкасенчен çулçăсем тухаççĕ. Иртнĕ кĕркунне шĕшкĕ мăйăр тăвас мар тенĕччĕ, анчах халĕ иккĕленет: пур йывăç та, пур курăк та харпăр хăй майлă чечеке ларса хăшĕ çырла, хăшĕ улма, хăшĕ вăрă, хăшĕ мăйăр ÿстереççĕ. Йывăç-курăк кашниех хăй йăхне-тĕпне ĕрчетесшĕн. Пурте хĕвел патне туртăнаççĕ. Хĕвелĕ вара пурне те ăшăтать, ачашлать. Ав, шĕшкĕрен аякра мар вăрман улмуççийĕ курăнать. Вăл палăрми шурă кĕрен чечекре ларать. Кĕркунне улмуççин çĕклейми улма пулать ĕнтĕ. Улмуççирен аякра мар çĕмĕрт çеçкере ларать. Вал та шап-шурă, шур кĕпеллĕ илемлĕ хĕр пек туйăнать. «Ытти йывăçсен пурин те вăррисем, ачисем, пулаççĕ. Эпĕ çеç пушă ларатăп», – шухăша кайрĕ шĕшкĕ. Унăн çав тери мăйăр ÿстерес килет, анчах пĕр туратне пăхать – хуçăк, тепĕр туратне пăхать – туратăн мăйăр пулмалли кăчкисене иртнĕ кĕркунне ачасем хуçса пĕтернĕ.

Хĕвел, шĕшкĕ хуйхине туйса, унăн турачĕсене ачашшăн çутатать, хĕрхенсе калать: «Ан хуйхăр, шĕшкĕ. Санăн иртнĕ кĕркунне шăмму-шакку пит ванса пĕтнĕ. Кăçал санăн канас пулать. Килес çул валли вăй хатĕрлемелле». Хăй ăшшăн кулать, шĕшкĕ çине ăшă сывлăш ярать.

Çу иртет. Ирхине, каçхине сивĕрех. Вăрман улмуççийĕн улмисем кашни çĕр, тăм ÿкмессерен, çĕре тăкăнаççĕ. Çынсем вăрмана хутаçсем çака-çака килеççĕ, мăйăр татаççĕ. Акă пĕр ирхине икĕ ача шĕшкĕ патне пычĕç. Мăйăр шыраса турачĕсене сирсе пăхрĕç – пĕр мăйăр та çук.

– Пĕлтĕр эпир çак шĕшкĕ çинче пит нумай мăйăр татнăччĕ, кăçал пĕр мăйăр та çук, - терĕ пĕр ачи.

– Çаплаччĕ çав. Иксĕмĕр çак шĕшкĕ çинчен мăйăр татрăмăр. Татнă чух пĕтĕмпех хуçса, ватса пĕтертĕмĕр ăна. Эсĕ çакна астăватăн-и? – терĕ тепĕр ачи.

– Астăватăп-çке, – тет малтанхи.

Ачасем шĕшкĕ патĕнчен çапла калаçкаласа иртсе кайрĕç. Шĕшкĕ, ачасем иртсе кайсан, хĕпĕртесе çулçисене çилпе хуллен силлентерсе илчĕ. Кăçал унăнне пĕр турат та никам хуçман, шăмшак ыратмасть. «Чипер ырă-сывă пулсан килес кĕр валли çĕклейми мăйăр ÿстеретĕп. Анчах.... Ах, анчах ку этеме... Пĕтерет мана этем», - хурланса илчĕ шĕшкĕ. Çавăнтах пĕлтĕрхи асапа, хуçăк турачĕсене аса илчĕ те пĕтĕм пĕвĕпе, çулçи вĕçĕсемпе чĕтренсе, çÿçенсе кайрĕ. Хĕвел çинелле пăхрĕ те: «Эсĕ çав этем ачисене кала-ха, тархаслатăп сана. Шĕшкĕ тĕмне ватсан унăн мăйăрĕ пулмасть те. Вара вĕсем йывăç-курăка питех ватмĕç-и, тен», – терĕ.

Хĕвел шĕшкĕ шухăшĕсемпе килĕшрĕ. «Çапла, çапла, лутра шĕшкĕ», – тесе çутала илчĕ.

(Трубина Марфи).

Аудировани шайне тĕрĕслемелли ĕç

Текста икĕ хут вуласа памалла.

Ачасем хут листи çине 10-таран çапла çыраççĕ:

1)

2)

3)

4)

5)

6)

7)

8)

9)

10)

Ĕç: Текстра пур шухăша (+) паллăпа, çуккине (-) паллăпа палăртăр.

Кашни предложение пĕр хут çеç вуласа памалла.

1. Хĕлле шĕшкĕ тĕмне мăйăр татакан ачасем пĕтĕмпе хуçса пĕтернĕ.

2. Шĕшкĕпе юнашар пĕр ăвăс ларать.

3. «Шĕшкĕ тус, мĕн усси пур санăн мăйăр ÿстерни? Пăх-ха ĕнтĕ ху çине ху. Сан мăйăрна татса этем ачисем сана мĕн тĕрлĕ асаплантарса пĕтернĕ. Килес çул пĕр мăйăр та ан ÿстер. Мăйăр ÿстерни саншăн шăмму-шаккуна ватни анчах, сана хăвна ним усси те çук», -терĕ вăрман улмуççийĕ.

4. Йывăç-курăк кашниех хăй йăхне-тĕпне ĕрчетесшĕн.

5. Чие йывăççи çуркунне палăрми шурă кĕрен чечекре ларчĕ.

6. «Ан хуйхăр, шĕшкĕ. Санăн иртнĕ кĕркунне шăмму-шакку пит ванса пĕтнĕ. Кăçал санăн канас пулать. Килес çул валли вăй хатĕрлемелле», - теççĕ ачасем.

7. Çу иртет. Ирхине, каçхине сивĕрех. Çынсем вăрмана хутаçсем çака-çака килеççĕ, çырла татаççĕ.

8. Акă пĕр ирхине икĕ ача шĕшкĕ патне пычĕç. Мăйăр шыраса турачĕсене сирсе пăхрĕç – пĕр мăйăр та çук.

9. «Чипер ырă-сывă пулсан килес кĕр валли çĕклейми мăйăр ÿстеретĕп. Анчах.... Ах, анчах ку качакасене... Пĕтереççĕ мана вĕсем», - хурланса илчĕ шĕшкĕ.

10. Хĕвел шĕшкĕ шухăшĕсемпе килĕшрĕ.

8 класс

Олимпиада ĕçĕсене пурнăçлама панă текст

(1)Таса та сарă кунсем тăчĕç çак хушăра.

(2)Ир-каç тухăç шурă нейлон пек таса. (3)Вăрмансем, хирсем çинче хĕвел ялтăртатать. (4)Кăнтăрлаччен çанталăк çуллахи пек çилсĕр тăп. (5)Кăнтăрла иртсен тÿпене шурă хăйма пек пĕлĕтсем сырса илеççĕ те, хĕвел шуралнăн туйăнать. (6)Вăл, пĕтĕм ăшшине çу каçичченех çĕре хĕрхенмесĕр панăскер, сасартăк хытать, çутине перекетлесе сапать. (7)Кăнтăрла хĕвел питтинче халь те самаях ăшă-ха, каçхине вара çанталăк та, çĕр те сивĕнме тытăнаççĕ.

(8)Çил çурçĕре куçрĕ. (9)Самаях сивĕтрĕ. (10)Каçхине тăм ÿкнипе ирхине пĕтĕм тавра шап-шурах. (11)Картасем, хуралтăсемпе пÿрт-çурт çийĕсем, тĕсне çухатсах пыракан курăк, сарай хыçĕнчи ватăлса кайнипе сарăхнă вĕлтĕрен – пурте тăм ÿкнипе шуралнă. (12)Хĕвел тухса ял çине хăпарсан кăна тăм ÿкнĕ вырăнта нÿр выртса юлать, ку таранччен кĕр сулхăнне парăнман курăк çемçелсе хуралать.

(13)Кантăрла эрешмен карти вĕçет. (14)Вăл йывăç тĕмĕсене, çул хĕрринче тăлăххăн ларса юлнă хыт хурана, кĕтÿрен таврăнакан ĕнесене, çĕр улми кăларакан çынсене сырăнать.

(15)Ял урамĕнчи йывăçсене çулăм ярса илнĕ. (16)Вĕсем сап-сарă çÿçне кăтралаттарнă хĕр пек. (17)Чиесен, улмуççисен тата йăмрасен çулçисем кăна симĕссипех. (18)Пĕр-пĕр пахчари е пÿрт умĕнчи хĕрлĕ-хĕрлĕ сапакаллă пилеш хăйне çиме илĕртет. (19)Кĕрхи сулхăншăн савăннă купăста талăксеренех çĕнĕрен те çĕнĕ кĕпе тăхăнать, куç умĕнчех ÿсет.

(20)Кĕçех çулталăкăн чи илемсĕр те салхуллă вăхăчĕ – хура кĕркунне – çитĕ.

(А. Емельянов çырни тăрăх).

 Скачать бесплатно новые задания, ответы и решения олимпиады 2022-2023 года

.
Прикрепления: 5871975.jpg (296.0 Kb)


Сообщение отредактировал TADEBO - Пятница, 11.11.2022, 20:56
 
Народный портал 2023-2024 год » Полезное » Школа и ВУЗ » Олимпиада по чувашскому языку 2022-2023 ответы, задания
  • Страница 1 из 1
  • 1
Поиск:

 
 
 
 
 
 

 
 
Последние темы на форуме:
 
  • Пароль на архив с учебником
  • Сочинение на тему: Влияние музыки на человека
  • Сочинение на тему: Влияние музыки на человека
  • Сочинение на тему: Влияние книги на человека
  • Сочинение на тему: Влияние искусства на человека
  • Сочинение на тему: Власть денег в современном мире
  • Сочинение на тему: Вид из моего окна
  • Сочинение на тему: Взрослые и мы
  • Сочинение на тему: Взросление
  • Сочинение на тему: Взаимоотношения учеников и учителей
  • Сочинение на тему: Взаимоотношения родителей и детей
  • Сочинение на тему: Взаимоотношения людей
  • Сочинение на тему: Взаимоотношение человека с природой
  • Сочинение на тему: Взаимовыручка
  • В чем заключается саморазвитие человека
  •  
     

     
    Обращаем ваше внимание на то, что данный интернет-сайт www.relasko.ru носит исключительно информационный характер и ни при каких условиях не является публичной офертой, определяемой положениями Статьи 437 (2) Гражданского кодекса РФ. Цена и наличие товара может отличаться от действительной. Пожалуйста, уточняйте цены и наличие товара у наших менеджеров.
    Администрация сайта не несет ответственности за действия и содержание размещаемой информации пользователей: комментарии, материалы, сообщения и темы на форуме, публикации, объявления и т.д.
    Правообладателям | Реклама | Учебники | Политика
    Отопление, водоснабжение, газоснабжение, канализация © 2003 - 2023
    Рейтинг@Mail.ru Рейтинг арматурных сайтов. ARMTORG.RU Яндекс.Метрика